Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи

 

6159Авӑра путсан тухма хӗн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6160Авӑра ӳкнӗ йӗпе тупаймӑн, авӑрӑн тӗпӗ тарӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6161Авӑрман арманӑн усси ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6162Авӑртман салатран сӑра тума ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6163Авӑртмасӑр Ҫимӗк кукли тума ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6164Авӑртсан ҫӑнӑх пулать, юптарсан юмах пулать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6165Авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6166Авмасӑр пӗкӗ пулас ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6167Ал тӑсмасӑр алтӑр та тытма ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6168Алӑ йӗпетмесер пит ҫӑваймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6185Алӑ хурлӑх курсассӑн пыр ыр курать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6169Алӑ хуҫӑлсан алса ӑшне чик, пуҫ ҫурӑлсан ҫӗлӗк ӑшне чик теҫҫӗ.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6170Алӑ шӑнсан алса ӑшне чикме хушнӑ, чӗре шӑнсан тӑван патне кайма хушнӑ.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6171Алӑк патӗнче ларакан — алтӑр аври шыракан, тӗпел кукринче ларакан — ҫатма тӗпӗ ҫулакан.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6172Алӑк хыҫӗнче итлесе тӑракан сӑмсасӑр юлнӑ.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6173Алӑра хут пулсан Хусан та йышӑнать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6174Алӑран вӗҫерӗннӗ ӑмӑрт кайӑк хуть ӑҫталла та вӗҫме пултарать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6175Алӑран туртса илсен калла килес ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6176Алӑран тухса тарнине урапа чупса тытаймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6177Алӑран тыттарнине часах илеймӗн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6178Алӑсӑр сулӑ кирлех мар.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6179Алӑсӑр ҫӗрӗ илӗртмест.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6180Алла кӗмен япалана арча тӗпне хураймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6181Алла кӗмен япалана тытса пӑхаймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6182Алла тытма тунӑ та, ҫапах та ҫара аллӑн кӑвар тытма ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6183Алла тытман кайӑкӑн тӗкне татма ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6186Алла хурлӑх пулсассӑн пыра мӑнтӑр пулать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6187Аллӑнти тӑрну вӗҫерӗнсен ҫӗлӗкпе тытас ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6184Аллу хоҫӑлсан — алса ӑшне, пуҫу ҫорӑлсан — ҫӗлӗк ӑшне.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6188Аллунти ҫерҫие вӗҫертсен ҫӳлти тӑрнана хӑвала.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6189Алтӑрӗнчен тытаймасан авринчен те пулин перӗнсе юл.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6190Амӑшӗнчен малтан ачи ҫуралас ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6191Апла калаҫмасан капла ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6192Аптрие михӗре пытарма ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6193Аркӑ айӗ — ар йӑви.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6194Аркӑ айӗнче тем те арканӗ.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6195Арман авӑрсан ҫӑнӑх пулать, чӗлхе авӑрсан — инкек.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6196Арман атӑпа кӗрекене ҫӑпатапа кӑларать, ҫӑпатапа кӗрекене атӑпа кӑларать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6197Арман йытти выҫӑ вилмен.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6198Арман мелникӗн ӗни сӗт памасть, лахханӗ сӗт парать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6203Арман пӗви татӑлсан халӑха йывӑр пулать тет.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6199Арман ҫуначӗ пӗрре ҫавӑрсан пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр антарать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6200Арман хуҫин ывӑлӗ арман хуҫиех пулать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6201Арман чулӗ витӗр тухмасӑр ҫӑкӑр ҫӑвара кӗмест.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6202Арман чулӗ ҫавӑрмассерен мелник валли пӗр чӗл ҫӑкӑрлӑх ҫӑнӑх тухать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6204Армана кӗрсен ҫӑнӑхланмасӑр тухаймӑн.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6205Арпа авӑснипе кӗрпе пулмасть.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6206Арпа пулсан арпалӑх та кирлӗ.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6207Атсан атӑ пулать, пуссан пушмак пулать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6208Ахальрен ахах пулас ҫук.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи